Кашниех туять хастарлăх,
Чăн телей унпа чухне.
Юратать ăна пур халăх,
Туртăнать ун çывăхне.
Вăл камне пĕлетпĕр: Сывлăх!
Пархтарлă, вăйлă ят.
Вăл калать: «Чир-чĕр ан çулăх,
Çын манпа инçе каять…»
(Вениамин Тимаков)
Турхан шкулĕн çиччĕмĕш класĕнче вĕренекенĕсем класс сехетĕнче шăлсене сыхласси çинчен калаçу ирттерчĕç. Шăл ыратнине чăтма питĕ йывăр-çке! Шăлсем сывă пулччăр тесен мĕн-мĕн тумалла-ха?
Шăлсен те хăйсен чирĕсем пур. Вĕсенчен сыхланма шăл-çăвара яланах таса тытас пулать. Апат çинĕ хыççăн çăвара лĕп шывпа чÿхемелле. Шăлсене талăкра пĕрре порошокпа е пастăпа тасатни чир-чĕр ересрен сыхлать.
Кашни çыннăн шăл тасатмалли уйрăм щетка туянмалла. Вăл ытлашши хытă пулмалла мар, мĕншĕн тесен хытă щетка шăл тунисене амантма пултарать. Çĕнĕрен туяннă щеткăна супăньпе çăвас пулать.
Шăл тасатма лайăх вĕтетнĕ порошок аван. Шăл хушшисене уйрăмах тимлĕ тасатмалла, мĕншĕн тесен унта апат юлашкийĕсем хĕсĕнсе юлаççĕ. Вĕсем каярахпа çĕреççĕ, шăла чир-чĕр ертме пултараççĕ. Шăлсене тасатнă хыççăн çăвара ăшă шывпа икĕ-виçĕ хут чÿхесе тăкмалла.
Шăл, ытти япаласем пекех, ăшăпа сарăлать, сивĕпе пĕрĕнет.Çавăнпа та вĕри апат çинĕ хыççăн тÿрех сивĕ шыв ĕçме юрамасть. Кун пек туни шăлсен çирĕплĕхне чакарать.
Шăл ыратнине сиссенех ăна эмеллеме пуçламалла. Шăлсене çулталăкра икĕ хут тухтăра тĕрĕслеттермелле, вăл панă канаш-сĕнĕве куллен пăхăнса пымалла.
Шăлсене сыхламалла! Сывă шăлсем этем сывлăхне упраççĕ.
Автор: Самарина В.А.