«Пĕтĕм чăваш диктанчĕ – 2020» акци иртрĕ.

        Ака уйăхĕн 24-мĕшĕнче Чăваш чĕлхи кунне, Чăваш автономине йĕркелесе янăранпа 100 çул çитнине тата Аслă Çĕнтерĕвĕн 75 çулне халалланă «Пĕтĕм чăваш диктанчĕ – 2020» акци иртрĕ.

Турханти пĕтĕмĕшле пĕлӳ паракан вăтам шкулти ачасемпе вĕрентекенсем, аслă шкулта вĕренекен студентсем те хастар хутшăнчĕç.

Диктант текстне 13.00 сехетре Чăваш наци радиовĕн 95.5 Fm, 105.0 Fm тата 72.41 УКВ хумĕсем çинче, «Тăван радион» 100,3 Fm хумĕсем çинче тӳрĕ эфирта, çавăн пекех ăна Чăваш наци телерадиокомпанийĕн сайтĕнче асăннă радиосен страницисенче (http://www.ntrk21.ru/radio е http://www.ntrk21.ru/tavan-radio) «Тӳрĕ эфир» каçăпа кĕрсе итлесе çырма май пулчĕ. Текста паллă чăваш писателĕн Юрий Скворцовăн  «Уках хурăнĕ» хайлавĕ тăрăх хатĕрленĕ.  Пурне те кăсăклă пулчĕ.

Диктант çырма кăмăл тунă ачасемпе вĕрентекенсене, студентсене  саламлатпăр, ăнăçу сунатпăр!