"Кам пĕлет?" викторина иртрĕ

Кашни халăхăн хăйĕн паттăрĕ пур, ăна хисеплеççĕ, асра тытаççĕ, юратаççĕ. Вĕсем çинчен юрăçсем юрăсем хываççĕ, сăвăçсем сăвăсем çыраççĕ. Çак паттăрсен сăнарĕ вăхăт иртнĕ çемĕн тĕксĕмленсе пырса çухалмасть. Пачах та урăхла, вĕсен сăнарĕ аякри çăлтăр пек çуталса тăрать, халăх историне кĕрсе юлать. Пирĕн тăван халăхăн çакăн пек паттăрсенчен чи сумли – чăваш халăхне çутта кăлараканĕ, аслă вĕрентекенĕмĕр Иван Яковлевич Яковлев. И.Я.Яковлев ячĕ чăваш халăх историйĕнче кăна мар, ытти халăхсен историйĕнче те пысăк вырăн йышăнать. Вăл Атăл тăрăхĕнче чăваш тата ытти халăх шкулĕсене уçма пулăшнă. 

И.Я.Яковлев çинчен вĕреннине аса илсе çирĕплетсе хăварас,

 аслă вĕрентекенĕмĕр кун-çулне тишкерсе тĕпчеме хавхалантарас,

  чăваш халăхĕн çакăн пек вĕрентекен, хăйĕн çырулăхĕ пурришĕн мăнаçлăх туймăне аталантарас тĕллевпе ака уйăхěн 20-мěшěнче Турханти  пěтěмěшле  пěлÿ паракан вăтам шкулта Иван Яковлева халалласа «Кам пĕлет?» викторина иртрě. Унта 5-8,9, 11 класра вěренекенсем хутшăнчěç. Тупăшура Патриархăмăрăн кун-çулне, ěçě-хěлне лайăх пěлни курăнчě. 5-8 класра вĕренекенсем хушшинче викторина ыйтăвĕсене тĕрĕс хуравлакансем Зеленкова Мария, Федотова Арина, Романова Арина, Андреев Данил, Фомина Аливия, Андреева Ева, Шуряков Петр, Лисова Ангелина пулчĕç. 9-11 классем хушшинче вара ыйтусем çине  Шайдуков Александр, Еремеева Диана, Тямина Настя, Кольцов Андрей, Пятакова Валерия, Кудряшов Кирилл тĕрĕс хуравсем пачĕç.