Иван Яковлевич Яковлевăн хайлавĕсене вуласа тухман пĕр чăваш ачи те çук пулĕ. Вăл чăваш ачисем валли ятарласа пĕчĕк калавсем çырнă. Хайлавсенчи сăнарсем - ачасем е çитĕннĕ çынсем, чĕр чунсем. Хăйĕн хайлавĕсене çырнă чухне вăл халăх сăмахлăхĕпе анлăн усă курнă. Иван Яковлев калавĕсене вулани тата вĕсем тăрăх ÿкерчĕксем туса çирĕплетни ачасене тÿрĕ пурăнма, тăван халăха юратма, халăх йăли-йĕркине хисеплеме, сăпайлă пулма, туслăха упрама вĕрентет.
Инçет майпа чăваш чĕлхипе литература эрнинче Турхан шкулĕнче 5-7 класра вĕренекенсем хушшинче ÿкерчĕксен конкурсĕ иртрĕ. Çамрăк ÿнерçĕсем хăйсем вуланă калавсем тăрăх ÿкерчĕксем турĕç. Аслă класра вĕренекнсем (тÿресем) Андреева Ева, Самарина Анна, Кольцова Инна, Ершова Людмила, Рыбкина Ольга, Яковлева Анастасия ĕçĕсене пысăк хак пачĕç. Сăмах май, хĕрачасем ÿнер шкулне çÿреççĕ. Ÿнер ăсталăхне илме вĕсене Валентин Порфирьевич Сергеев пулăшать.