Тĕрĕс мĕнле апатланмалли пирки калаçу сехечĕ иртрĕ.

Çирĕп сывлăхлă тата хитре пуласси тĕрĕс апатланнинчен нумай килет. Çакăн пек чухне çын хăйне лайăх та, вăйлă та туять. Апат-çимĕç пĕлтерĕшĕ пирки, тĕрĕс мĕнле апатланмалли пирки 9-мĕш класра вĕренекенсем калаçу сехечĕ ирттерчĕç, тĕрлĕ ыйту çине хуавсем тупрĕç.       Тĕрĕс апатланни çын сывлăхĕшĕн питĕ пĕлтерĕшлĕ. Çавăнпа та рациона тĕрлĕ апат-çимĕçпе пуянлатмалла, аш-какай, пулă, кĕрпе, турăх, чăкăт, чĕрĕ пахчаçимĕç, çырла, мăйăр, кăмпа, ÿсентăран çăвĕ, ĕне çăвĕ, симĕс курăк (петрушка, укроп, серте, пултăран тата ыт.те.), çăкăр кĕртмелле.

Апата 4–5 хутчен сахал порципе çимелле. Апатланнă хушă ытла вăрах пулмалла мар. Кулленех ирхи, кăнтăрлахи, çур кăнтăрлахи, каçхи апат тумалла. Выртас умĕн турăх е кефир ĕçмелле.

Апата кашни кун пĕр вăхăтра çиме тăрăшмалла. Вăл апат хуранне тата пыршăсене лайăх ĕçлеме пулăшать.

 Юлашки вăхăтра сахăр тата тăвар сахалтарах çиме сĕнеççĕ. Сахăр нумай çини сиенлĕ. Ăна кунне 5–6 чей кашăкĕнчен ытла çимелле мар. Сахăра пылпа ылмаштарсан лайăхрах. Анчах ăна вĕри чей çине ямалла мар. Унăн усăлăхĕ чакать. Сахăр нумай çини тĕрлĕ чирсем патне çитерме пултарать, сахар диабечĕ тата ыттисем те.

Тăвара та сахалрах çиме тăрăшмалла. Мĕншен тесен вăл юн тымар пусăмне пысăклатма пултарать.

Кунне 400–500 грамм тĕрлĕ пахча çимĕç çимелле: панулми, груша, купăста, кишĕр, хĕрлĕ кăшман, сухан тата ытти те. Вĕсем организма кирлĕ минералсемпе, витаминсемпе тата клетчаткăпа пуянлатаççĕ. Чĕрĕлле çиме юраманнисене духовкăра пĕçерсе çимелле.

Таса шыв – чи лайăххи. Кун каçипе таса шыв ĕçни усăллă. Вăл ÿт-тире типме памасть, тĕрлĕ кирлĕ мар токсинсене организмран тасатма пулăшать. Çыннăн талăкра 1,5–2 литр шыв ĕçмелле.