«Ултавлă çуркунне"

Таврара пур çĕрте те юр выртать-ха. Анчах вăл йăшнă ĕнтĕ, хĕвел питтинче ура йĕпенмелĕх сĕлкĕшленнĕ. Темиçе хутчен çурхи çумăр çуса иртрĕ. Юр татах пусăрăнчĕ. Çуркуннехи вăхăта пур ача-пăча та килĕштерет. Çурхи хĕвел ачасене урамах илĕртет.

      Турхан шкулĕнче пиллĕкмĕш класра  вĕренекенсем «Ултавлă çуркунне» ятлă калаçу сехечĕ ирттерчĕç. Çулталăкăн илемлĕ вăхăчĕсенчен пĕри вăл çуркунне. Çак вăхăтра çамрăксен пушшех те илемлĕ курăнас килет. Анчах та чылайăшĕ хитре курăнас тенĕ вăхăтра сывлăх пирки манать, чир-чĕр çыпçăнсан кăна аса илет. Хăшĕ-пĕри ашшĕ-амăшĕ куриччен çара пуçăн çÿреме хăтланать. Çуркуннехи çанталăк ултавлă. Калпак тăхăнмасан пуç тата хăлха шăнать, тĕрлĕ чир-чĕр аталанма пултарать.

      Çирĕп сывлăх - чи хаклă пурлăх. Анчах та нумай чухне упрама пĕлместпĕр çак пуянлăха. Нумай сăлтава пула тата чылай чухне хамăрах пĕтеретпĕр ăна. ... Хамăр сывлăх - хамăр алăра. Çакна манмалла мар.