Çурхи пăр ачасемшĕн хăрушă, мĕншĕн тесен çак вăхăтра вĕсемшĕн пурте питĕ интереслĕ. Çанталăк ăшă чухне выляс, савăнас та килет, пулă та тытма васкаççĕ, йĕпе пăр сийĕпе ярăнма юратаççĕ, çыран хĕрне пырса пăр кайнине сăнаççĕ тата ытти те.
Турхан шкулĕнче 5-6 класра вĕренекенсем «Çурхи пăр ачасемшĕн хăрушă!» ятлă класс сехечĕ ирттерчĕç, хăрушсăрлăх правилисене ас илсе хăварчĕç.
Пăр ирĕлсе хăйĕн çирĕплĕхне çухатать. Каçхи сивĕпе хытса ларни пушшех те ултавлă. Çавăнпа та çуркунне пăр урлă каçма та, ун çийĕн ярăнма та юрамасть. Хĕллехи кунсенче пулă тытнă вырăнта уйрăмах асăрхануллă пулмалла, мĕншĕн тесен çак вырăнта пăр ытти çĕртипе танлаштарсан çÿхерех. Çыран хĕррипе аннă чухне те асăрхануллă пулмалла, мĕншĕн тесен пăр çанталăк ăшăннăçемĕн çырантан уйрăлса пырать, пăр айне сывлăш тулать. Тăтăшах шыв юхса тăракан вырăнти тата шывра ÿсекен йывăç-тĕмсем таврари пăр çав тери шанчăксăр.
Пăр çине тухма юраманни çинчен палăртса çырнă аншлагсем пур пулсан унта тÿрех кĕрсе кайма ан васкăр. Çÿллĕ çыран хĕрринче тăма та хăрушă, мĕншĕн тесен шыв юххи çĕре юхтарса кайса вăл анса ларма пултарассине шута илĕр. Çавăн пекех пăр мĕн тĕслĕ курăннине те сăнама хăнăхăр: таса мар сĕт пек курăнакан тата сарă-сăрă тĕслĕ пăр ним мар татăлса анса кайма пултарать. Юрпа витĕннĕ пăр та çыншăн хăрушлăх кăларса тăратать. Çыран хĕрринчи пăра тĕксе ярас тесе тăрăшни те сире инкек умне илсе çитерме пултарать.
«Инкек куçа курăнса килмест, харпăр хăй асăрхануллă пулнине нимĕн те çитмест», -пĕтемлетрĕç шкул ачисем.