Çут çанталăк тупра – ăна упра теççĕ аслисем. Çут çанталăка упрасси – кашни çыннăн тивĕçĕ. Çак тивĕçе пурнăçлас тесен тĕнчери пур халăхăн та пĕрлешсе ĕçлемелле.
Çут çанталăка тирпейпе хăтлăх кÿрес уйăхлăха хутшăнса Турхан шкулĕнче субботник иртрĕ. Унта Турхан шкулĕн экоотрядри ачасем хастар хутшăнчĕç. Акцин тĕп тĕллевĕсенчен пĕри вăл - çамрăксене экологи воспитанийĕ парса ÿстересси.
Çын тата çут çанталăк пĕр-пĕринпе тачă çыхăннă. Çут çанталăкри тавралăх мĕн чухлĕ тасарах, этем унпа мĕн чухлĕ сăпайлă килĕшÿре пурăнать, çын сывлăхĕ çавăн чухлĕ çирĕпрех. Çĕр мĕн чухлĕ пулăхлăрах, çын пурнăçĕ çавăн чухлĕ тулăхрах та пуянрах.
Таврари хитрелĕхшĕн, тирпей-илемшĕн тăрăшакансем пахчари типĕ курăка креплепе пуçтарса çунтарчĕç, çырмари çÿп-çапа пуçтарчĕç, карта хĕррипе ÿсекен йывăçсене касса тирпейлерĕç. Тирпейлĕх вăл - таса сывлăш, куçа илĕртекен илем. Çавăнпа та, хамăра пурнăç парса тăракан çут çанталăка пурин те упрамалла, сыхламалла. Хамăрăн çĕр çинчи çак тивĕçе манас марччĕ. Çут çанталăкпа туслă пулсан - хамăра та сăвап пулĕ.