Ваттисен кунне уявларĕç.

           Кĕр кунĕсем çитсе тăчĕç, вĕсемпе пĕрле — Пĕтĕм тĕнчери ваттисен кунĕ те. Турханти  вăтам шкулта  та ваттисен кунне уявларĕç.  Пĕр сехет тĕлне хаваспах пухăнчĕç аслă ăрури çынсем.

          Чи малтанах шкулпа паллашрĕç. 11-мĕш класра вĕренекенсем  шкул  çитĕнĕвĕсемпе çĕнĕлĕхĕсем çинчен каласа кăтартрĕç.   «Шкул телевиденийĕ» кружока çÿрекенсем Ваттисен кунне халалланă  çĕнĕ кăларăмĕпе паллаштарчĕç . Уйрăмах аслисене Алексей Кокель ячĕпе уçнă галерея килĕшрĕ.

        Малалла концерт пуçланчĕ.  Шкул директорĕ пухăннисене  саламларĕ, пурнăçра ырлăх-сывлăх, канлĕ ватлăх, вăрăм кун-çул сунчĕ.

        Ефимова О.П., Савельева О.В., Мылова Е.Н. , Башмаков В.В. ертсе пынипе 6,7,10 -мĕш класра вĕренекенсем вырăс тата чăваш халăх ташшисемпе  савăнтарчĕç.  Осипова К., Стефейкина В., Салмина Д.,Еремеева Т. сăвăсем  вуларĕç. Саккăрмĕшсем “Ырă ту ” ятлă юрăпа паллаштарчĕç. Юрă хыççăн ларакансем тăвăллăн алă çупрĕç.

Ваттисен кунне хаваслă, усăллă йĕркеленĕшĕн ветерансем ертсе пыракансене чунтан тав туса ăнăçусем сунчĕç.

Çакнашкал савăнăçлă уяв яланлăха вĕсен асĕнче юлĕ.