Наци кросĕ туслăха çирĕплетет.

Пĕтĕм Раççейри «Наци кросĕ» чупăва 2004 çултанпа йĕркелеççĕ. Хамăр çĕршыври чылай регионта иртекен ăмăртăва çулсерен пин-пин çын хутшăнать. 

  Спортпа тата физкультурăпа туслă пулмалла. Спорт сывлăха çирĕплетет: ăс-тăна йĕркене кĕртет, кăмăла çĕклет, ĕмĕре вăрăмлатать. Çакна Турхан шкулĕнче вĕренекенсем питĕ лайăх пĕлеççĕ.

   Шкул çумĕнчи стадионра чупăва хутшăнма кăмăл тăвакан шкул ачисем старта тăчĕç. Шкул директорĕн çумĕ Владимир Иванов ачасемпе вĕрентекенсене уяв ячĕпе саламларĕ.

       Ăмăрту виçĕ тапхăрпа иртрĕ. Кроса  кĕçĕн класра вĕренекенсем пуçларĕç. Хĕр ачасем хушшинче  Рыбкина Ольга,  Ершова Людмила, Ершова Кристина  малти вырăнсене йышăнчĕç. Арçын ачасем  хушшинче Лябуков Роман, Осипов Максим, Едриванов Артем финиша малтан чупса кĕчĕç. 5-8–мĕш классем хушшинче Бузакина Анастасияпа Карлинов Александра никам та çитеймерĕ.  Ăмăртура 9-11 класра вĕренекенсем те лайăх çитĕнÿсем кăтартрĕç. Кузьмин Андрейпа Бузакина Ирина финиша чи малтан чупса çитрĕç. 

Спорт уявĕ пурин кăмăлне те çĕклерĕ, туслăха та çирĕплетрĕ.