9-мĕш май уявĕ – Çĕнтерÿ кунĕ çывхарать. Çак уявччен волонтерсем чылай ырă ĕç туса ирттереççĕ. Районта «Çĕнтерÿ йывăçĕ» акци пуçланчĕ. Кашни йывăç- ăру, йăх символĕ. Тымарĕсем - пирĕн мăн асаттесем-асаннесем, турачĕсем - атте-анне, çулçисем - ачисем. Йывăç лартасси – кирлĕ ĕç, анчах ăна упраса хăварасси тата яваплăрах. Çавăнпа та çут çанталăка сыхлама, упрама вĕренмелле.
Йăлана кĕнĕ акци майĕпе чылай ял-хулара Аслă вăрçă паттăрĕсене халалласа аллейăсем уçаççĕ. Пирĕн шкулти « Ырă чĕре» волонтёрсен отрячĕ те вăрçăра пуç хунă салтаксен ячĕпе шкул территорийĕнче Çĕнтерÿ аллейинче чăрăш, яхтă, хĕрлĕ пилеш йывăççисене лартрĕç. Нумаях та вăхăт иртмĕ, хамăр лартнă йывăçсем ешерме пуçлĕç.Çакă вăл эпир вăрçă паттăрĕсене яланах асра тытса пурăннине пĕлтерĕ.