Георги хӑйӑвӗ – мӑнаҫлӑх туйӑмӗ ҫуратакан Мухтав тата Астӑвӑм символӗ

Турхан шкулӗн волонтерӗсем Ҫӗнтерӳ паттӑрӗсене сума суса ҫулсерен «Георги хӑйӑвӗ» акцие хастар хутшӑнаҫҫӗ. Тӑван ҫӗр-шывӑн Аслӑ вӑрҫин ветеранӗсене тав сӑмахӗ каланине пӗлтерекен хӑюсене халӑха валеҫсе пама  волонтерсем кӑҫал виҫҫӗмӗш хутчен тухрӗҫ. Паттӑрлӑхпа вилӗмсӗрлӗхӗн паллине ялӑн тӗп урамӗсенче, тӗрлӗ ӗҫ учрежденийӗсенче валеҫрӗҫ.  Ял халӑхӗ ҫакӑн пек ырӑ ӗҫе пуҫарса яракансене чун-чӗререн тав турӗ. Волонтерсем ҫак кун кашни ҫынран ӑшӑ сӑмах илтрӗҫ. Раҫҫейре пӗрремӗш хут «Георги хӑйӑвӗ» акцие 2005-мӗш ҫулта ирттернӗ. Ҫӗнтерӳ кунӗччен Георги  хӑйӑвне кашни ҫыннӑн ҫакса ҫӳремелле.

  Георги хӑйӑвӗ – мӑнаҫлӑх туйӑмӗ ҫуратакан Мухтав тата Астӑвӑм символӗ. Ҫак акци Тӑван ҫӗр-шывӑн чи пысӑк наградисенчен пӗрне – Мухтав орденне хисеп туни. Георги хӑйӑвӗн историйӗ пуян. Унпа Раҫҫей ҫарӗнче Ҫветтуй Георги орденӗ, Георги хӗресӗ тата Георги медалӗ ҫумне хурса чи паттӑр ҫынсене наградӑланӑ. Хӑю тӗсӗсем – хурапа сарӑ тӗссем – салтак ҫапӑҫу хирӗнче паттӑрлӑх кӑтартнине, вилӗм ункинчен те чӗррӗн тухнине палӑртакан паллӑ. Вӑрҫӑра пуҫ хунӑ салтаксене ҫамрӑк ӑру яланах асра тытать, вӗсене Аслӑ Ҫӗнтерӳшӗн тав тӑвать.