Шкул тата ашшĕ -амăшĕсем "Симĕс çуркунне" пĕтĕм Раççейри акцие хутăннă

Çут Çанталăк чĕмсĕр тетĕр пулĕ?-

Унăн хăйне евĕрлĕ чĕлхе.

Унăн пур хуйхипеле куç çулĕ,

Вăл савать тăванлă пĕрлĕхе…

Г.Ефимов

      Çут çанталăк тупра – ăна упра теççĕ аслисем. Çут çанталăка упрасси – кашни çыннăн тивĕçĕ.Çак тивĕçе пурнăçлас тесен тĕнчери пур халăхăн та пĕрлешсе ĕçлемелле.

     Çын тата çут çанталăк пĕр-пĕринпе тачă çыхăннă. Çут çанталăкри тавралăх мĕн чухлĕ тасарах, этем унпа мĕн чухлĕ сăпайлă килĕшÿре пурăнать, çын сывлăхĕ çавăн чухлĕ çирĕпрех. Çĕр мĕн чухлĕ пулăхлăрах, çын пурнăçĕ çавăн чухлĕ тулăхрах та пуянрах.

     Турхан шкулĕнче вĕренекенсемпе шкул волонтерĕсем, кунта ĕçлекенсем тата ашшĕ-амăшĕсем "Симĕс çуркунне" пĕтĕм Раççейри акцие хутшăнчĕç. 

   "Симĕс Çуркунне" пирĕн çĕршывра кăçалхипе тăваттăмĕш  хут иртет.  Акцин тĕп тĕллевĕсенчен пĕри вăл - çамрăксене экологи воспитанийĕ парса ÿстересси.

   Таврари хитрелĕхшĕн, тирпей-илемшĕн тăрăшакансем  типĕ курăка креплепе пуçтарчĕç, карта хĕррипе ÿсекен тата хăрăк йывăçсене касса тирпейлерĕç. Тирпейлĕх вăл - таса сывлăш, куçа илĕртекен илем. Çавăнпа та, хамăра пурнăç парса тăракан çут çанталăка пурин те упрамалла, сыхламалла. Хамăрăн çĕр çинчи çак тивĕçе манас марччĕ. Çут çанталăкпа туслă пулсан - хамăра та сăвап пулĕ.