Сывă ÿтре-сывă шухăш-кăмăл.

     Сывлăх-çут çанталăк панă телей, этем шăпин, пулас çитĕнĕвĕсен, вĕренĕвĕн, ĕç-хĕлĕн, тăнăçлăхĕн никĕсĕ. Çакна питĕ лайăх ăнланаççĕ Турхан шкулĕнче вĕренекенсем. Сывлăха упрас тесе тĕрлĕ мероприяти туса ирттереççĕ. Акă класс сехетĕнче 11 класра вĕренекенсем сывлăхпа çыхăннă тĕрлĕ ыйту çине хуравларĕç.

 Сывлăхлă пулас тесе мĕн-мĕн тумалла-ха?

     Таса сывлăхлă, çирĕп вăй-халлă пулас тесен ÿт-пĕве кашни кун çирĕплетсе пымалла, пурнăçа юратмалла. Ахальтен мар ĕнтĕ: «Сывă ÿтре-сывă шухăш-кăмăл»,- тесе калаççĕ. Апла пулсан, ÿт-пĕве, сывлăха çирĕплетессине манма юрамасть. Сиенлĕ йăласем те пурнăç йĕрки пулса тăмалла мар, мĕншĕн тесен вĕсене пула кăмăл-сипет пахалăхĕсем те, ăс-хакăл çивĕчлĕхĕ те чакаççĕ.

Пурте пĕр-пĕринпе çыхăннă: хамăра мĕнле тыткалани те, сывлăха упрама пелни те. Сывă пурнăç йĕрки вăл-хусканусем туни те, спортпа туслă пулни те. Çав вăхăтрах куллен-кун тĕл пулакан йывăрлăхсемпе  кĕрешме  пĕлни те пĕлтерĕшлĕ. Кунта ĕçпе канăва йĕркелеме пĕлни, пурнăç çине оптимист куçĕпе пăхни пулăшать. Çынран хăйĕнчен нумай килет: юлташсем хушшинче хамăра лăпкă тытни, çынсене хисеплени, ырă кăмăл, пурнăçра лайăххине курма пĕлни сывлăха упрама пулăшаççĕ. Çавăнпах пуль ваттисем унăн пĕлтерĕшне палăртса çамрăксене ансат, птĕ витĕмлĕ сăмахсемпе çапла каланă:

1. Сывлăхран хакли нимĕн те çук.

 2. Сывлăх-чăн телей.

3. Сывлăх пурлăхран хаклă.

4. Сывлăха сутăн илеймĕн.

5. Пуçра сывлăх пултăр.