Ака уйăхĕн 24-мĕшĕнче планпа килĕшÿллĕн шкулта кунĕпех И.Я.Яковлев кун-çулĕ, унăн пархатарлă ĕçĕсем çинчен видеофильм пăхрĕç. Ăна ачасем хăйсемех презентацисенчен йĕркеленĕ. Видеофильма вĕренекенсем коридорта вырнаçнă телевизорпа пăхрĕç.
13 сехетре «Пĕтĕм чăваш диктанчĕ -2018» акци пуçланчĕ. Акцин тĕп тĕллевĕ - чăваш чĕлхин пĕлтерĕшне, сумм-хисепне ÿстересси. Задачисем: 1) чăвашла çырма пĕлнине тĕрĕслесси; 2) чăвашла пĕлекен кашни çынна хăй тĕрĕс çырма пултарнине тĕрĕслеме çителĕклĕ майсем туса парасси. Кăçалхи çул диктант çырма Турхан шкулĕнче вĕренекен 30 ача кăмăл турĕ. Ачасем хаваспах диктант çырма килĕшни вĕрентекенсене те савăнтарать. Çырÿ ĕçĕсене пăхса тухнă хыççăн результатсем çапларах: 30 ачаран «5» паллă илекенсем – 13; «4» - 14; «3» - 3. Пирĕн шкулти ачасем чăвашла питĕ лайăх çыраççĕ.