Çынпа çын пурăнать
Çын çынпа савăнать
Çын!
Хăватлăн янрать сан яту!
Çын юраттăр çынна
Хисеплетĕр çынна.
Çын патне эс васка. Ырă ту.
(Порфирий Афанасьев)
— Ыттисене пулăшма, Тăван çĕршывшăн усăллă ĕçсем тума вăхăтне тата вăйне хĕрхенмесĕр хăйĕн хулишĕн е ялĕшĕн, çуралнă вырăнĕшĕн ырă ĕç тума ăнтăлакан, пĕрлехи ĕçшĕн тăрăшакан çын яланах хисепре пулнă. Эсир ыр кăмăллăхпа палăрса çивĕч ыйтусене татса пама хастар хутшăнатăр, çĕршыв аталанăвĕшĕн тивĕçлĕ тÿпе хыватăр, — тесе палăртнă Раççей Президенчĕ Пĕтĕм Раççейри волонтерсен форумĕнче.
Ыр кăмăллăх ĕçне çамрăксене явăçтарни питĕ лайăх, мĕншĕн тесен ырă туса ÿсекен ача малашне те ырăлăха анчах мала хурĕ.
Турханти пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкул волонтерĕсем те ырă тăвакансен çулталăкне тулли кăмăлпа пуçларĕç. Турханти врач амбулаторийĕнчи пĕтĕмĕшле практика врачĕ Анатолий Кольцов ертсе пынипе Пĕтĕм Раççейри волонтер пуçарăвĕсен «Ырă тăвас килет» конкурсне хутшăнчĕç. Сăмах май, Анатолий Валентинович шкул ачисемпе тачă çыхăну тытать. Çамрăксемшĕн вăл тухтăр та, тус-юлташ та, вĕрентекен те. Шкул шайĕнчи «Ырă ĕçсем» конкурса пуçарса яраканĕ те. Ачасене ĕçе юратма, аслисене хисеплеме, йывăр вăхăтра çынна пулăшма вĕрентесси конкурсăн тĕп тĕллевĕсем пулса тăраççĕ.
Ырă ĕç туни çĕре ÿкмест. Ырă ĕç тусан хăвна телейлĕ туятăн.