Турханти пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкулта 9 класра вĕренекенсем «Шăлсене упрар!» ятлă калаçу сехечĕ ирттерчĕç. Шăлсене тĕрĕс те сывă пăхса упрасси калаçу сехечĕн тĕп тĕллевĕсенчен пĕри пулчĕ.
Шăлсене пăхса тăма ачасене 2–3 çултанах вĕрентсе, хăнăхтарса пымалла.
Кариес пуçланассин хăрушлăхĕ ытларах шăл çинче пухăнакан микробсенче. Вĕсем эмале тата шăл тĕпне пысăк сиен кÿреççĕ.
Шăл çинчи тусана (налет) пĕтерес тесен шăлсене кунне иккĕ тасатмалла: ирпе апатланнă хыççăн тата каçпа çывăрас умĕн, 3–4 минут. Мĕнле май килнĕ çапла мар, шăлсене пур енчен те тĕплĕн тасатмалла. Щеткăпа шăл çинче çаврака тунă евĕр хусканусемпе шăлса тасатнă пек тасатмалла. Шăл тасатнă чухнех унăн тунисене те сăтăрса çемçетме манмалла мар. Чĕлхене те тасатмалла. Апатланнă хыççăн кашнинчех çăвара шывпа чÿхесе илмелле, шăл хушшине юлнă апат юлашкийĕсене шăл шăрпăкĕпе (булавкăпа, йĕппе е ытти япалапа мар!) кăлармалла.
Шăл тасатмалли щеткăна виçĕ уйăхран улăштарса тăмалла. Щеткăн тасатмалли пайĕ пысăк пулмалла мар. Щетка çинчи синтетикăран хатĕрленĕ шăртсем те ытла хытă ан пулччăр тата вĕсен вĕçĕсем çавра пулмалла.
Шăлсем мĕнле пуласси апатланнинчен те нумай килет. Кариес сахăр мĕн чухлĕ тата тăтăш çинине тÿрремĕнех пăхăнса тăрать. Пылак апатăн юлашкийĕсем шăл çинче 35–40 минут тытăнса тăнă хыççăн уйрăмах пысăк сиен кÿреççĕ.
Çапла ан пултăр тесен виçĕ правило асра тытмалла тата вĕсене пăхăнмалла.
Пĕрремĕшĕ: çывăрас умĕн пылак çиме юрамасть.
Иккĕмĕшĕ: ирхи, кăнтăрлахи тата каçхи апатлану хушшинче канфет е пирожнăй ан çийĕр, вĕсем вырăнне кишĕр кăшласан лайăхрах.
Виççĕмĕшĕ: апатланнă хыççăн та пылак çимĕç мар, пан улми, апельсин, грейпфрут е кишĕр çийĕр. Пахча çимĕçпе улма-çырла çăвара пылак апат-çимĕç юлашкийĕнчен тасатма пулашаççĕ.
Ачаранпах пирĕн организмри чăмламалли аппарата активлă ĕçлеттерекен çимĕç çиме тăрăшмалла. Хăшĕсем чăмлама ÿркенеççĕ: çăкăрăн хытă пайне çимеççĕ, çемçине çеç, тураса вакланă какай таткисене мар, авăртнă какай çиме тăрăшаççĕ тата ыттине те. Çапла майпа чăмлама пулăшакан мышцăсем хăйсен пур вăйĕпе ĕçлемеççĕ. Вĕсен чирсемпе кĕрешес вăйĕ те пĕтсе пырать.
Апла пулсан шăлсем сывă пуласси эпир мĕнле пурăннинчен те нумай килет.