Кĕркуннехи вăрманта экскурсире пултăмăр.

         Тӑван тавралӑх  илемӗпе киленме, тавралăхăн пуянлăхне курма тата сывă пурнăç йĕркине пăхăнса çула тухрĕç  4-мĕш класра вĕренекенсем Косойкина Н.В. класс ертÿçипе пĕрле Тури Тӑрмӑш вӑрманне.

    Çут çанталăкăн кирек хăш вăхăчĕ те хăйне евĕр хитре. Вăрманта сывлăш уçă. Шăплăх хуçаланать.

Уçă сывлăшра пĕрле ларса апатланни те ачасемшĕн чылайлăха асра юлĕ. Хӑйсем хӑналаннӑ вырӑна ачасем таса хӑварма тӑрӑшса, ҫӳп-ҫапсене пӗрле илчӗҫ.

Хамăр таврарах тем чухлĕ илем иккен, ăна курма çеç пĕлмелле. Çак илеме, пурлăха килес ăрусем валли те упраса хăварма тăрашмалла пирĕн. Çакăн пек пĕтĕмлетÿ турĕç 4-мĕш класра вĕренекенсем.