Турханти пĕтĕмешле пĕлÿ паракан вăтам шкулта класс ертÿçисен методика пĕрлешĕвĕн черетлĕ ларăвĕ иртрĕ. 4-мĕш класс ачисен ертÿçи Косойкина Н.В. ачасене хамăр ентешĕн, И.Я.Яковлевăн ĕçне малалла тăсаканĕн, Г.Н.Волковăн ĕçĕ – хĕлĕпе, пурнăçĕпе паллаштарас, чăваш чĕлхине юратма, хисеплеме хавхалантарас, ачасен тавракурăмне аталантарас тĕллевпе «Г.Н.Волков-паллă ăсчах» уçă класс сехечĕ ирттерчĕ.
Чи малтанах шкул ачисем чăвашран тухнă паллă çынсем çинчен аса илчĕç. Малалла ăсчахăн биографийĕпе, унăн ĕçĕсемпе паллаштарчĕç. Калавĕсем тăрăх ÿкернĕ сăнарсем çинчен каласа пачĕç, инсценировкăсем лартрĕç, викторина ыйтăвĕсем çине хуравларĕç, çичĕ пилне аса илчĕç.Уйрăмах сывлăх çинчен калакан пилĕ çинче чарăнса тăчĕç. Ĕлĕк ачасем хальхи пек компьютер тата телевизор умĕнче вăхăт ирттермен, ытларах уçă сывлăшра çÿренĕ, тĕрлĕ вăйă вылянă. Пылак çимĕçсем çимен, сĕт-турăх ĕçнĕ, çавăнпа хальхи çамрăксемпе танлаштарсан сывлăхлăрах та пулнă тесе пĕтĕмлетрĕç тăваттăмĕшсем.
Урок вĕçĕнче Надежда Васильевна ачасене чăваш ятне яланах çÿлте тытма, лайăх çын пулма хавхалантарчĕ.
Урок çÿллĕ шайра иртрĕ, пурне те килĕшрĕ.