Ăшă кунсем сахаллансах пыраççĕ, сивĕ çумăр çукалать, хĕвел те хĕртсе пăхмасть. Анчах çут çанталăкăн кашни тапхăрĕ хăйне майлă илемлĕ. Кĕркунне те хăйĕн капăрлăхĕпе савăнтарать. Шкул ачисем йывăçсем ылтăн тум тăхăнсассăн «Кĕрхи бала» кĕтме пуçлаççĕ. Ылтăн тумлă кĕркуннепе унăн пуян та тулăх кĕрекинче савăнма пуçтарăнчĕç Турханти вăтам шкулта вĕренекенсем. Малтанхи кун кашни класс коридорта «Кĕрхи пуянлăх» ятпа курав хатĕрлерĕç. Унта çимĕçсенчен ăсталанă йытти те, кушакки те, тĕрлĕ кайăк-кĕшĕкĕ те, чĕр чунĕ те, хурт- кăпшанки те пурччĕ. Икĕ кун пăхса киленчĕç çак илеме шкул ачисемпе килнĕ хăнасем. Вĕренекенсем кăларнă хаçатсем – хăхне уйрăм курав. 9, 10, 11-мĕш классем кăларнă хаçатсене калăн чăн-чăн сăрă ăсти ÿкернĕ тейĕн.Чăннипех те пултаруллă ачасем ÿсеççĕ пирĕн шкулта.
«Кĕрхи бала» 1-4, 5-8, 9-11 классем хушшинче уйрăммăн йĕркелесе ирттерчĕç. Кашни ÿсĕмри ачасем ушкăнсем çине уйрăлса пĕр-пĕринпе ăмăртрĕç. Уява ачасем тăрăшсах хатĕрленнĕ. Тĕрлĕ конкурссене хаваспах хутшăнчĕç. Конкурссем ăс-тăна аталантармаллисем те, сывлăха çирĕплетме пулăшаканнисем те, илемлĕхе туйма, курма пĕлмеллисем те пулчĕç. Кĕркунне çинчен илемлĕ юрăсем шăрантарчĕç, ташăсем ташласа куракансене савăнтарчĕç. Уяв пурне те килĕшрĕ, ачасем кăмăллă юлчĕç. Çĕнтерÿçĕ командăсен шутĕнче: 3, 8,11–мĕш классем. Ыттисем призлă вырăнсем йышăнчĕç.