Базунова Г.Г. Турхан шкулӗнче ӗҫлесе тивӗҫлӗ канӑва тухнӑ. Шкулта вӑл биологи учителӗ пулса ӗҫленӗ. Халӗ вӑл тӑххӑрмӗш теҫеткене кайнӑ ӗнтӗ. Апла пулин те шкулпа ҫыхӑну тытсах тӑрать, унта мӗн пулса иртни ӑна та интереслӗ. Шкул ачисем те кашни ҫулах вӗсем патне пулӑшма ҫӳреҫҫӗ: вут йӑтса купалаҫҫӗ, пахча чаваҫҫӗ.
- Эпир те тин кӑна ҫамрӑкчӗ, ватӑлассӑн та туйӑнмастчӗ. Кунӗпе тем тӗрлӗ ӗҫ те туса ӗлкӗреттӗмӗр. Ватӑлсассӑн вӑй-халсем таҫта кайса ҫухалчӗҫ. Йывӑр ӗҫ ӗҫлейми пултӑмӑр, - тет Галина Григорьевна.
Юпа уйӑхӗн 13-мӗшӗнче 10-мӗш класра вӗренекен арҫын ачасем ӗҫ ветеранӗ патне пахча чавма кайрӗҫ. Галина Григорьевна ватӑ пулсассӑн та пахчире тем тӗрлӗ ҫимӗҫ те туса илнӗ. Кашнин хӑйӗн вырӑнӗ, хӑйӗн кӗтесӗ пур. Ҫакӑнтан вӑл биологи учителӗ пулни курӑнать те ӗнтӗ. Ҫав йӑрансене тепӗр ҫул валли ачасем чавса тирпейлерӗҫ, тасатрӗҫ. Ватӑ кинеми ачасене ĕçлеме вӗрентсе кӑтартса тӑчӗ.
Галина Григорьевна ачасен ӗҫӗпе кӑмӑллӑ юлчӗ. Хӗпӗртенӗскер вӗсене пылак ҫимӗҫпе хӑналарӗ. Вӗренекенсем малашне те килсе пулӑшма сӑмах пачӗҫ.