РФ Сывлăх сыхлав министерстви сĕннипе авăн уйăхĕн 11-мĕшĕнче кашни çулах Пĕтĕм Раççейри Урăлăх кунне паллă тăваççĕ.
Турханти пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкулти аслă классенче вĕренекенсемпе Турханти врач амбулаторийĕнчи çемье тухтăрĕ Анатолий Кольцов, Чиркÿ настоятелĕ Петр атте (Петр Забегаев), Вениамин Осипов ял çынни тĕл пулу ирттерчĕç. Тĕл пулăва Валентина Самарина, Ольга Ефимова, Оксана Сымова вĕрентекенсем те хутшăнчĕç.
Анатолий Кольцов çамрăк ăрăва эрех сиенĕ çинчен каласа кăтартрĕ.
- Алкоголизм чирĕ кирек мĕнле спиртлă шĕвек ĕçсен те пуçланать. Ĕçекен çын нихăçан та эрех серепине çакланасса пĕлсе тăрсах е алкоголик пулас тесе ĕçмест. Нумайăшĕ виçене пĕлсе ĕçетпĕр тесе шухăшлать. Çакă чирĕн пĕрремĕш тапхăрĕ. Енчен те ĕçлекен çын эрехрен хăпма шухăшламасть пулсан, куллен-кун эрехе кашни сăлтавпах сыпма пуçласан, чир малалла аталанать. Ĕçнĕ кунĕсем нумайлансах пыраççĕ. Çапла майпа вара эрех ĕçес килни пĕрремĕш вырăна тухать. Хаяр шĕвеке юратакан хăйне ÿсĕрле кăна лайăх туйма пуçлать.
Часах мухмăр пуçланать, ку вăл иккĕмĕш тапхăр. Ирхине уçăлса çитсен çын хăйне питĕ начар туять.Эрех ĕçсенех çăмăлланать. Ку вара вăхăтлăха кăна. Шурă шĕвекпе туслăскер «ыран пачах та ĕçместĕп» тесе сăмах парсан та, тепĕр кунне те алли эрех патнех туртăнать. Çак тапхăртан пуçланать те эрехе килĕштерекенĕн инкекĕ. Çак инкекĕн сăлтавĕ мĕнре-ши? Çын кулленхи пурнăçра хăйĕн йывăр ыйтăвĕсене хăй татса пама пĕлменни, йывăрлăхсенчен тарни, çăмăл пурнăç шырани.
Сывлăх -чи хаклă пуянлăх. Эрех-сăра çын организмĕшĕн питĕ хăрушă. Эрех ĕçнине пула çыннăн пур органĕ те «асапланма» пуçлать. Пĕвере пĕтерет. Пÿре чирлет, ÿпке хуралать.Унсăр пуçне апат хуранĕ те чире каять, çын психики арпашăнать, иммунитет чакать. Çавăнпа та сывă та илемлĕ, телейлĕ те ăнăçлă пулас тесен нихăçн та эрех-сăрапа туслашмалла мар.
Вениамин Осипов ял çынни вăхăтĕнче усал шĕвекпе иртĕхни çинчен каласа кăтартрĕ. Тухтăрсем пулăшнипе тÿрĕ çул çине тăнă вăл.
Чиркÿ настоятелĕ Петр Забегаев христиан тӗнӗн вунӑ халалĕ (заповечĕ) çинче чарăнса тăчĕ. Тĕрлĕ усалтан аякра тăма, усаллинчен мар, ырринчен тĕслĕх илме вĕрентсе каларĕ. Ырă тăвакан çын вăл Турăран, усал тăвакан вара Турра пĕлмест тесе пĕтĕмлетрĕ хăй калаçăвне Петр атте.
Тĕл пулу шкул ачисемшĕн яланлăхах асăнмалăх юлĕ.