Геннадий Айхи (Геннадий Николаевич Айхи) 1934 çулхи çурла уйăхĕн 21-мĕшĕнче Чăваш Республикин Патăрьел районĕнчи Çĕньялта учитель кил-йышĕнче çуралнă. Патăрьелĕнчи педучилищĕрен вĕренсе тухнă хыççăн Мускавра А.М.Горький ячĕллĕ Литература институтĕнче пĕлӳ илнĕ. Вунă çул хушши ытла Мускавра В.В.Маяковский çурт-музейĕнче ĕçленĕ. Çав хушăра «Московский художник» тата «Полное описание иконографии В.В.Маяковского» ятлă тĕпчев ĕçĕсем çырнă.
Г.Айхин малтанхи сăввисем 1940-мĕш çулсен вĕçĕнче пичетленме тытăннă. Малтан вăл ытларах чăвашла çырнă, каярахпа вырăсла та нумай хайланă. Унăн сăвă кĕнекисем Мускавра та, чикĕ леш енче те нумай пичетленнĕ. Г.Айхин чăваш поэзийĕ çинчен çырнă статьясем те пур, çырав ăсталăхĕ çинчен çырнă эссесем те, интервью та чылай. Вăл тĕрлĕ халăх поэзине чăвашла нумай куçарнă. Г.Айхи француз, венгр тата поляк поэзийĕн антологийĕсене пухса кăларнă («Франци поэчĕсем» кĕнекене пĕтĕмпех хăй куçарнă, тепĕр иккĕшне — ушкăнпа). Вăл çавăн пекех «Чăваш поэзийĕн антологине» итальянла, венгрла, акăлчанла тата французла уйрăмшар кĕнекен кăларнă, антологин хăш-пĕр пайне чикĕ леш енчи ытти чĕлхепе те пичетленĕ. Ăна Чăваш халăх поэчĕ ятне панă, Чăваш патшалăх премине парса чысланă. Çавăн пекех вăл — Раççейри тата Европăри тĕрлĕ çĕршыври литература премийĕсен лауреачĕ.
2017 çулхи нарăс уйăхĕн 21-мĕшĕнче, Геннадий Айхи поэт пурнăçран уйрăлса кайнă кун, поэзине юратакансем вун пĕрмĕш хут Çĕньялти пĕтĕмĕшле тĕп пĕлÿ паракан шкулта «Айхи вулавĕсем» сăвă конкурсне пухăнчĕç. Конкурсра 93 вĕренекен хутшăнчĕ. Инçе çула пăхмасăр Атнер Петрович Хусанкай литературоведпа унăн мăшăрĕ Гажидма Дамбаевна Хусанкай – Г.Айхи ячĕллĕ фонд ертÿçи, Галина Борисовна Куборская-Айги преподаватель (Г.Айхи мăшăрĕ), чăваш наци музейĕн сотрудникĕ Надежда Аркадьевна Селиверстрова, Сергей Бирюковпа Саша Грач поэтсем тата Сергей Журавлев фотокорреспондент çитрĕç.
Чи малтанах шкул ачисем Айхи музейĕнче пулчĕç, концерт курчĕç. Ун хыççăн сăвă конкурсĕ пуçланчĕ. Кăçалхи çул конкурс икĕ номинаципе иртрĕ. Турханти пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкулĕн 5-мĕш класĕнче вĕренекен Стефейкина Ванесса
( вĕрентекенĕ-Валентина Самарина) «Г.Айхи сăввисене чăвашла тата вырăсла вуласси» номинацире 2-мĕш вырăн, 9-мĕш класĕнче вĕренекен Мулгачева Диана (вĕрентекенĕ-Лариса Осипова) «Юбиляр поэтсен сăввисене чăвашла вуласси» номинацире 3-мĕш вырăн йышăнчĕç. Сăмах май Ванесса пур предметпа та «5» паллăсемпе çеç ĕлкĕрсе пырать. Шкулта, районта, республикăра иртекен конкурссенче хастар хутшăнать, малти вырăнсене йышăнать.
Патăрьел районĕн администрацийĕн вĕрентÿ, çамрăксен политикин, физкультурăпа спорт управленийĕн информаципе методика центрĕ методисчĕ Елена Перепелкина хĕрачасене Хисеп хучĕсемпе чысларĕ.