Патăрьел районĕн Турханти пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкулшăн паян савăнăçлă кун пулчĕ. Шкула çĕнĕ автобус илсе килчĕç.
Турхан шкулĕ - районти ватă шкулсенчен пĕри. Ачасем шкула сакăр ялтан ăс пухма çÿреççĕ. Район, регион шайĕнче иртекен тĕрлĕ конкурсра, олимпиадăра çĕнтерÿçĕсем пулса таврăнаççĕ.
Çĕнĕ автобусшăн вĕрентекенсемпе вĕренекенсем, ашшĕ-амăшĕсем Чăваш Республикин Вĕрентÿ министерствине, Патăрьел районĕн администрацине, Патăрьел районĕн администрацийĕн вĕрентÿ, çамрăксен политикин, физкультурăпа спорт управленине тав сăмахĕ калаççĕ.