Экскурсие – Шуршăла.

Чÿк уйăхĕн пĕрремĕшĕ. Таврана шап-шурă юр витсе хума та ĕлкĕрнĕ. Ку чÿк уйăхĕшĕн сайра пулакан пулăм. Эпир Шуршăла, космонавт çуралнă яла, экскурсие кайма тухрăмăр.Çак экскурсие Турханти вăтам шкулăн хастар та маттур ачисем каятпăр. Пире унта çитсе курма район пуçлăхĕ Р.В.Селиванов майне туса панă.

Шуршăла çитиччен хĕвелĕ те пăхса ячĕ. Юлташсен кăмăлĕ те савăк пулчĕ.Авăн уйăхĕн  5-мĕшĕнче пирĕн ентеш, СССР летчик-космонавчĕ, икĕ хут Совет Союзĕн Геройĕ, авиаци генерал - майорĕ А.Г.Николаев çуралнăранпа 87 çул çитнĕ.

Чăваш ене космос таранах чапа кăларнă Андриян Григорьевич Николаев кун  çути курнă, ачалăхне  ирттернĕ ялта йĕркеленĕ музея тытса пыракансем пире хапăл туса йышăнчĕç, космонавтăн пурнăçĕнчи халиччен пĕлмен самантсемпе паллаштарчĕç, нумай кăсăклине каласа пачĕç. Музея илем кÿрекен экспонатсем те пурте А. Николаевăн кун-çулĕпе, сумлă ĕçĕ-хĕлĕпе çыхăннă, вĕсене те кашнинех пĕтĕм чунтан интересленсе пăхрĕç. Андриян Григорьевича пытарнă вырăнта хăпартнă часавньăна та кĕрсе куртăмăр. Манпа пĕрле пынă юлташсем асăнмалăх космонавт çинчен аса илтерекен сувенирсем илчĕç. Шуршăла çитсе курни манăн асра юлĕ. Пурне те унта пулса курма сĕнетĕп!