Çын пур енчен те илемлĕ пулмалла: чунĕпе те , шухăш-кăмăлĕпе те, ĕçĕпе те. Чăваш ене чапа кăларнă паллă çынсенчен тĕслĕх илмелли чылай, вĕсене пирĕн пĕлмелле. Çакăн пек çынсене сума суса ака уйăхĕн 28-мĕшĕнче Турханти вăтам шкулта вĕренекен 5-11 класс ачисем «Ĕçне кура хисепĕ» ятпа ĕç çынни тата кино çулталăкне халалланă стена хаçачĕсем кăларчĕç. Хаçатсем Тани Юн, Митта Ваçлейĕ, Юхма Мишши, И.Я.Яковлев, Элли Юрьев, А.А.Кокель, В.Кервен, А.Андреев, Н.К.Кушманов, Т.Пирожкова (Кокель), Раиса Сарпи ячĕсемпе тухрĕç. Вĕренекенсем хăйсен аллипе ÿкерсе сăрласа илемлетнĕ хаçатсем пурин кăмăлне те кайрĕç.