Чăваш чĕлхи – тăван чĕлхе!

Чăваш чĕлхи – тăван чĕлхе!

Эс – чи пахи, эс – чун уççи.

Чăваш чĕлхи – тăван чĕлхе!

Пин чĕлхерен чи çепĕççи.

Çак чĕлхепе эп калаçатăп,

Куллен çыратăп та вулатăп.

Çак чĕлхепе эп мухтанатăп,

Куллен – кунах ăса туптатăп.

 

Чăваш чĕлхине аталантарас, ачасене мĕн пĕчĕкрен тăван чĕлхе илемне туйма вĕрентес, хăйсен пултарулăхне аталантарма хăнăхтарас, аслисене ку ĕçе активлăрах хутшăнтарас тĕллевпе 2,5-9 класс ачисем хушшинче  «Малтанхи утăмсем… » сăвă калакансен конкурсĕ иртрĕ.  Ачасем хăйсем çырнă сăввисене тата И.Я.Яковлев калавĕсене пăхмасăр илемлĕ вуларĕç. Яковлева Виктория (2 класс), Владимирова Настя, Яковлева Полина, Антипов Никита (5 класс), Кириллова Лена (6 класс), Васильева Наташа, Сымова Юлия, Богданова Ирина  (8 класс), Алексеева Милена, Столярова Диана (9 класс) вуланă  сăвăсем итлесе ларакансене килĕшрĕç.

 

 

Фоторепортаж