Ака уйăхĕн 25-мĕшĕнче Турханти пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкулта харăсах икĕ уяв пулчĕ. Шкул ачисемпе вĕренекенсем чăваш халăхне çутта кăларакан Иван Яковлевич Яковлевăн çуралнă кунне паллă турĕç. Шкул вулавăшĕнче ĕçлекен Андреева Оксана «Иван Яковлевич Яковлев пурнăçĕпе пултарулăхĕ» ятлă курав йĕркелерĕ. 6-9 –мĕш классем хушшинче «Янра, чăваш сăмахĕ» викторина иртрĕ.
Ĕç çыннин çулталăкне тата Чăваш чĕлхи кунне халалласа «Пĕтĕм чăваш диктанчĕ — 2016» акци иртрĕ. Ăна кунта чăваш чĕлхипе тата литературипе пĕлÿ паракан Осипова Лариса , Самарина Валентина йĕркелерĕç.
Акцин тĕп тĕллевĕ – чăваш чĕлхин пĕлтерĕшне, сумĕпе хисепне ÿстересси. Задачисем: чăвашла çырма пĕлнине тĕрĕслесси; чăвашла пĕлекен кашни çынна хăй тĕрĕс çырма пултарнине тĕрĕслеме май туса парасси.
Çырма кăмăл тăвакансем вăтăр иккĕн пулчĕç. Диктант текстне чăваш халăх писателĕ Александр Артемьев хатĕрленĕ. Пирĕн шкул ачисем диктанта хăйсем пурăнакан вырăнтах çырма кăмăл турĕç.